Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çул пулать

Чăваш Республикишĕн те, районшăн та мĕн пур яла хытарса тунă çулпа çыхăнтарасси тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Элĕк районĕнче çул-йĕр строительстви çине пысăк тимлĕх уйăрни лайăхах палăрать. Хальхи вăхăтра “Элĕк–Ураскилт–Çирĕкасси–Выла” автоçула тăвас ĕçсем анлă сарăлнă. Çул тăршшĕ – 3, 4 çухрăм.

Подрядчикĕ – “Алиководорстрой”. Паянхи кун тĕлне вак чулпа хăйăр кирлĕ чухлех турттарнă. Çак кунсенче ку объектра район пуçлăхĕ А.Платонов пулчĕ, çул-йĕр строительствин ĕçĕсемпе интересленчĕ. Выла юхан шывĕ урлă кĕпер пулмалла. Ку ĕç те интереслентерчĕ район пуçлăхне. Кунта свайсене çапнă ĕнтĕ. Строительсем пысăк тимлĕхпе палăртнă ĕçсене пурнăçлаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2007
00:00
Поделиться