Депутатсен пухăвĕн черетлĕ вуннăмĕш ларăвĕ
Юн кун район администрацийĕн çурчĕн актсен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ вуннăмĕш ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа – 2006 çулта район бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ В.Ефремова тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пĕлтĕр муниципаллă бюджета тупăш 147621, 1 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Муниципаллă бюджетăн тăкаксен пайне 98, 9 процент пурнăçланă.
Элĕк районĕн 2006 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Павлова паллаштарчĕ. Иртнĕ çулта районти вăтам тата пысăк предприятисем 42, 1 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Ку вăл, унчченхи çулпа танлаштарсан, 13, 6 процент нумайрах. Унтан депутатсем Элĕк районĕн 2007-2010 çулсенчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн программине пăхса тухрĕç. Ăна пĕр саслăн йышăнчĕç. Çавăн пекех «2007-2011 çулсенче Чăваш Республикин Элĕк районĕнче куçман пурлăх кадастрĕн тытăмне туса хурасси» муниципаллă тĕллевлĕ программăна çирĕплетрĕç, ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета