Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем тĕп хулана самолетпа вĕçнĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Шупашкарта «Элĕк» сăмах янăраса кăна тăратчĕ. Тĕрĕссипе, шăпах тĕп хулара мар-ха ĕнтĕ, ун çывăхĕнчи аэропортра. Диспетчер тин кăна аэропортран çав-çав сехет-минутра Элĕке самолет вĕçсе каясси çинчен пĕлтерчĕ çеç, тепĕртакран вăйлантă микрофонран каллех çакăн пек сасă илтĕнсе каятчĕ: «Хисеплĕ пассажирсем, Элĕке çав рейслă самолет çине пассажирсене лартаççĕ». Е тата Элĕк районĕнчи Мăн Ямаша вĕçекен самолет рейсĕ çинчен те пĕрре мар пĕлтернĕ. Тĕлĕнетчĕç залра урăх маршрутпа тÿпене самолет çĕкленессе чăтăмсăр кĕтекен пассажирсем: «Мĕн, Элĕк таçти пысăк хула-им. Пĕрмай самолет вĕçет унта. Эпир, ав, кĕтсе хăшкăлатпăр,- тетчĕç.

Çапла тĕлĕнме сăлтавĕ те пулнă-тăр. Вăл вăхăтра Элĕк тăрăхĕнче автобус çÿремелли йĕркеллĕ çул çукрахчĕ. Район центрĕ тĕп хулапа Чăваш Сурăм ялĕ урлă тÿрĕ тухакан çулпа çыхăнманччĕ-ха. Асфальт сарнă шоссе мар, хăпартса хытарнă çул та çукчĕ. Шупашкара каяс текенсем вара Вăрнара çÿрекен автобуспа Нурăса çитетчĕç те унтан автобуспа тĕп хулана ларса каятчĕç. Анчах çакă пуриншĕн те меллĕ пулман. Аякри ялсенче пурăнакансен Шупашкара мĕнле çитмелле-ха. Çак ыйтăва тĕрĕс татса панă ун чухне район ертÿçисем: Элĕке тата Мăн Ямаша самолетсем нумайрах çÿретмелле. Республика ертÿçисемпе аэропорт пуçлăхĕсем Элĕксен ыйтăвне тивĕçтернĕ – самолет рейсĕсене хушса панă.

Пассажирсем пĕртте сахал марччĕ тата. Элĕкри аэропорта аякри ялсенчисем билет илме ирех çитетчĕç. Аэропорт çурчĕ пысăках марччĕ, хĕллехи сивĕре, йĕпе-сапара сынсене кĕрсе тухма та кансĕрччĕ. Чÿрече вара яланах вăрăм – пурте хăвăртрах каясшăн. Вырăнти аэропорт пуçлăхĕ Л.Васильев  хăйне чăн-чăн хуçа пек туйнă çавăн чух. Халĕ çук ĕнтĕ вăл, çапах пурăннă чухне каласа пани асра юлнă.

- АН-2 самолетра лармалли вырăн 12 кăна. Вĕçсе каясшăннисем вара кашни кун виç хут та нумайрах. Мĕн тумалла. Летчикпа калассах виçерен ирттерсе тепĕр 2-3 çын лартса яраттăмăр вĕт, - тенĕччĕ вăл.

Нимĕн те калаймăн, халĕ те, Авă, автобусĕсем унталла та кунталла тати-сыпписĕр чупаççĕ пулин те, «сулахай» пассажирсем çав-çавах пур-ха. Ун чухне вара виçерен ытлашши пассажирсем самолета кĕрсе ларма мĕнле шикленмен-ши.

Вăхăт иртнĕçемĕн Элĕк çулĕсем тикĕсленсе такăрланма пуçларĕç. Ялсене, кÿршĕ районсене, тĕп хулана автобус маршручĕсем уçăлчĕç. Авиации транспорчĕ кирлĕ пулма пăрахрĕ. Çапах Элĕкри аэропорт тÿрех хупăнмарĕ-ха. Унпа ял-хуçалăх авиацийĕн самолечĕсем усă курма тытăнчĕç. Кашни çуркунне 2-3 самолет вĕçсе килетчĕ те Элĕк уйĕсене удобрени, хурт-кăпшанкăран им-çам сапса çаврăнатчĕ. Çакă экологи тĕлĕшĕнчен сенлĕ пулнипе те ĕçе те пăрахăçларĕç. Майĕпен аэропорт те ĕçлеме пăрахрĕ. Шел, асфальт сарнă вĕçсе хăпармалли-анса лармалли вырăн юхăнса кайрĕ, ăна пăсса-аркатса тăкрĕç. Лайăх хуçа тупăннă пулсан çак вырăнпа пĕлсе те тупăшлă усă курнă пулĕччĕ. Паян Элĕк çийĕн самолет кĕрлесе вĕçни илтĕнмест...



"Хыпар"
17 марта 2007
00:00
Поделиться