Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял хуçалăхĕнче çĕнĕлле ĕçлекенсем кирлĕ

Ял хуçалăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртме пуçланăранпа çулталăк ытла иртрĕ. Райăонсен çак тапхăрти кăтартăвĕсене танлаштарса пăхсан унăн витĕмĕ аванах палăрать. Тĕпрен илсен çĕр ĕçĕпе пурăнакан Элĕк районĕнче те çĕнĕлĕхсем вăй илсе пыраççĕ. Çулталăкра мĕн-мĕн тума ĕлкĕрнĕ-ха, малашнехи тĕллевсем мĕнлерех. Çак йытусене район пуçлăхĕ А.И. Платонов хуравлать.

- Анатолий Иванович, 2007 çула мĕнле кăтартусемпе кĕтĕр.

- Пĕтĕмĕшле илсен 2006 çула палăртнă тĕллевсене пурнăçларăмăр. Пĕлтĕр, 2005 çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси – 117 процента, сĕт сăвасси 105 процента çитрĕ. Анчах ку кăтартусем – мĕн пур тытăмри хуçалăхсемпе Ÿфермер, уйрăм çынсен хуçалăхĕсемпеŸ пĕрле илсен. Тĕслĕхрен, «Новый путь», «Родник», «Шумшеваши», «Гвардеец», «Алмаз» хуçалăхсенче сăвăм ÿснĕ пулсан ыттисенче савăнмаллиех çук. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче лару-тăру кăткăс. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ панкрута тухас хăрушлăх пур. Хăшĕсене панкрут хыççăн реестран та кăларса пăрахнă ĕнтĕ. «Яргунькинский» кооперативăн юлашки пилĕк çулхи ĕç-хĕлне тишкертĕмĕр те, вăл çултан-çул анса пыни питĕ уçăмлă курăнчĕ: пилĕк çулта аш-какай туса илесси кăна 500 тонна чакнă. Шел, вăхăта усăсăр сая янă, аркану процесне чарса лартас тĕлĕшпе темиçе çул каяллах мерăсем йышăнмалла пулнă. Кун пек тĕслĕх сахал мар. Халĕ кая юлчĕ ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, пасар экономикин условийĕсенче ЯХПК тытăмĕн пуласлăх çук тесе шутлатăп.

- Апла тăк, мĕнле çул-йĕр суйласа илмелле-ха.

- Харпăрлăхăн çĕнĕ формине йĕркелемелле. Халĕ ял хуçалăхĕнче кооперативсен тытăмне çĕнетсе улăштарас пулăм пырать. Производство кооперативĕн миллион-миллион тенкĕ парăм пулсан çак шурлăхран вăл хăй тĕллĕн ниепле те тухаймасть, патшалăх та çавăн чухлĕ укçапа пулăшаймасть. Апла тăк пысăк укçа хывса  çĕнĕ общество йĕркелеме пултаракан инвестор кирлĕ. Анчах халлĕхе ку тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсрах-ха. Çынсем ăнланманни чăрмантарать. «Хуçашăн ĕçлеместпĕр»,- текенсем пур. Хуçа çуккипе ĕнтĕ йăлтах арканнине аса та илмеççĕ. Ĕç пулсан, укçа лайăх тÿллесен инвесторшăн-и е урăх çыншăн ĕçлетĕн-и – пĕрех мар-и. «Яргунькински» хуçалăх панкрута тухсан, акă, нимĕнле йышăну та тăваймарĕç, унти халăхпа темиçе тĕл пулса калаçсан та.

- Ку тĕлĕшпе ăнăçлă тĕслĕхсем пур-и.

- Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче панкрута тухнă «Слава» ЯХПК  вырăне «Алмаз» ООО туса хучĕç. Г.В. Денисов ертÿçĕ, нульрен тытăнчĕ пулин те, ĕçе кĕске вăхăтрах лайăх йĕркелесе яма пултарчĕ. Çур акине те, кĕрхи ĕçсене те районта малтисен йышĕнче вĕçлерĕç. Ертÿçĕрен нумай килет. Пуçаруллă, пурнăçпа тан пыракан пуçлăхсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Анчах ял хуçалăхĕнче кадрсен ыйтăвĕ питĕ çивĕч тăни чылай ура хурать. Паянхи куна ятарлă пĕлÿ илнĕ экономистсем, тĕп бухгалтерсем, инженерсем çитмеççĕ. Ял хуçалăхĕнче çĕнĕлле ĕçлекен çынсем питĕ кирлĕ.

- Çав вăхăтрах «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ ура çине çирĕп тăнине, аталанса пынине палăртмалла...

- Районта «Новый путь» кооператив  пек тĕреклĕ тăватă-пилĕк хуçалăх  пулас тăк лару-тăру чылай лайăхланăччĕ те. И.Н.Игнатьев  пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ. «Новый путь» - ăратлă выльăх ĕрчетекен хуçалăх. Пĕлтĕр кашни ĕнерен 5600 литр сĕт илчĕç.  Сăвакан ĕнесен шутне 400-е çитерчĕç. Çулталăк хушшинче фермăна реконструкцилесе ют çĕршывсенче кăларнă оборудовани вырнаçтарчĕç, çĕнĕ технологипе ĕçлекен комплекс хута ячĕç. Пĕтĕм ĕçе автоматика тăвать, сĕт сивĕтекен ятарлă танкер продукци пахалăхне упрама пулăшать. Паха продукцишĕн укçине те ытларах тÿлеççĕ. Сĕт кашни кун тупăш парать. Çавна май производствăна аталантарма, ĕçченсен пурнăçне лайăхлатма укçа-тенкĕ ытларах тăкаклама пултараççĕ.

- Фермер хуçалăхсемпе уйрăм çынсен хушма хуçалăхсене пулăшас ĕç мĕнлерех пырать.

- Районта сакăр вуннă ытла фермер хуçалăхĕ. Вĕсем кăлтăксăр ĕçлеççĕ, аталанаççĕ, патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ. Наци проекчĕн тепĕр çул-йĕрĕ – килти хушма хуçалăха аталантарасси. Пĕлтĕр 509 çемьене 60 миллион тенке яхăн çăмăллăхлă кредит патăмăр. Кăçал кредит виçи 75 миллион тенкĕ таран ÿсет. Çак укçапа ял çыннисем мĕнле усă кураççĕ-ха. Фермăсем тăваççĕ, выльăх-чĕрлĕх, техника туянаççĕ. Çăмăллăхлă кредитсем халăха ĕçлесе илме витĕмлĕ пулăшма кирлĕ. Çапах та, ман шутпа, çынсем хăйсен хушма хуçалăхĕсемпе уйрăм ĕçлени – куçăм тапхăрĕн палли. Пĕчĕк çĕр лаптăкĕсемлĕ вак хуçалăхсемпе малалла нумаях каяймăн. Вак халăхсем хăватлă, тухăçлă, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме май паракан техника туянма пĕрлешес вăхăт та çитĕ-ха.

- Анатолий Иванович, районти промышленноç, строительство аталанăвĕнче çĕнĕлĕхсем пур-и.

- «Таса шыв» программăна пурнăçлассипе «Сироймонтаж» ООО тăрăшса ĕçлет. Элĕкре икĕ çул каялла çак организацин завочĕ хута кайрĕ, вăл строительство материалĕсем – кирпĕч, блок, бетон хатĕрлет. Вырăнти продукци районта тăвакан пурăнмалли лаптăксен хăй хаклăхне йÿнетме пулăшасса шанатпăр. Улма-çырла комбиначĕн тупăшлăхне ÿстерме майсем пур. Вăл паянхи пурнăç йытăвĕсене тивĕçтерекен паха продукци кăларать. Кăçал Анаткасри кирпĕч заводне тулли хăватпа ĕçлеттерме пуçласшăн. Пурăнмалли çурт-йĕр тумалли программăна ăнăçлă пурнăçласа пынине те палăртмалла. Пĕлтĕр район центрĕнче 12 хваттерлĕ çурт хута ятăмăр, кăçал 9 хваттерлине тума пуçласшăн. Ялсенче çĕнĕ çурт лартакан нумай. «Çамрăк çемье» программа витĕмлĕ пулăшу парать. Çамрăксем çурт тума кредит илеççĕ. «Çамрăк çемье» программăпа кăçал 26 çемьене пулăшма палăртнă.

Районтпа çул-йĕр тăвасси анлăн сарăлса пырать.

- Çĕнĕрен уйрăм харпăрлăх хуçине палăртас, пай çĕрĕсене шута илес тĕлĕшпе лару-тăру йĕркеллех-и.

- Халăха çак йĕркепе пĕлтĕрхи çуркуннех пухусем ирттерсе паллаштартăмăр. Хăш -пĕр ял хуçалăх предприятийĕ панкрут пулнă пирки ку ĕçе ял тăрăхĕсем хăйсен çине илчĕç. Мăн Вылă ял тăрăхĕ уйрăмах лайăх ĕçлерĕ, çав йĕркелÿ ĕçне вĕçлесе пырать. «Новый путь», «Алмаз», «Звезда» хуçалăхсем вара çĕр йĕркелÿ ĕçĕсене хăйсен шутĕнчен ирттерме йышăнчĕç. Паянхи куна пĕтĕм çĕрĕн 80 процентне кадастра шута илнĕ. Халăх пĕрле усă куракан вырăнсене – вăрмансене, çырмасене, çулсене, урамсене, ыттине – шута илмелли кăна юлнă. Шел, халăх куçман пурлăх объекчĕсене регистрациллес тĕлĕшпе вăрансах çитмен-ха. Ку хăйсемшĕн усăллă пулассине ăнлансах çитереймеççĕ пулас. Халăхпа тĕл пулнă чухне килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илмени пирки ÿпкелешнине те итлеме тивет. Ăнлантаратпăр: харпăрлăха регистрацилесен ăна кредит илме саклата хума пулать. Халăх çак ыйтупа кăсăкланма пуçлани палăрать. Президент ку тĕлĕшпе лартнă тĕллевсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăçлассишĕн ĕçлетпĕр.

 



"Хыпар"
20 марта 2007
00:00
Поделиться