50 яла – такăр çул
Районта пĕтĕмĕшле усă курмалли автомобиль çулĕсем 230, 97 километр шутланаççĕ, республика пĕлтерĕшлисем – 67, 250, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем 163, 72 километр. Хальлĕхе 115 ялтан 50-шĕ патне (вĕсенче 5 пин те 400 çын пурăнать) хытарнă çул сарса çитереймен-ха.
ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăртрах вĕçлемелли мерăсем çинчен” Указне пурнăçласа, районта 56, 1 километр хытарнă çул тумалла. Кăçал çавăн пек çулсене 35, 5 километр чухлĕ 32 ял патне çитерме пăхнă. 10 объектра автомобиль çулĕсем тума хăйăр, вак чул, грави турттараççĕ. Хальхи вăхăтра 12 проектпа смета хучĕсене хатĕрлесе çитернĕ, вĕсем пирки Чăваш Ен Строительство министерствин ведомство тулашĕнчи экспертизин килĕшĕвĕпе пĕтĕмлетĕвĕсене илнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета