«Алмаз» çулталăка ăнăçлă вěçленě
“Алмаз” обществăра иртнĕ пухура пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пăхса тухрĕç. Обществăн тĕп бухгалтерĕ Петр Кондратьев пĕлтернĕ тăрăх, юнтапасем çулталăка ăнăçлă вĕçленĕ, тупăшне те тунă. Сăвăма 6 килограмран 10а çитерме пултарнă. “Алмазра” ял ĕçченĕсене шалу вăхăтра тÿлеççĕ.
Захар Скворцов тĕп агроном пухăннисене çурхи ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ. Вăрлăх çителĕклĕ тата кондициллĕ. Кăçал çĕрулми, купăста, кăшман лартса çитĕнтересшĕн. Мехпаркра техникăна юсассипе ĕçсем анлă сарăлнă.
“Алмаз” общество ертÿçи Г.Денисов çĕр пайĕсене арендăна илес ыйтăва çĕклерĕ, ял ĕçченĕсене ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама чĕнсе каларĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета