Ураскилтсем спортпа туслă
Ял тăрăхĕн администрацийĕ Ураскилтри вăтам шкулпа тачă çыхăнса ĕçлет. Тĕрлĕрен спорт уявĕсене, вăййисене пĕрле ирттереççĕ.
Шкулăн спорт инвентарĕсем тата пысăк та çутă спортзал пур. Кунта каçсерен çамрăксем волейболла выляççĕ. Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе шкулта Сергей Аркадьевич Филиппов тăрăшать. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртеççĕ. Çак кунсенче йĕлтĕр спортне кăмăллакансен савăнăçлă уявĕ пулчĕ. Çанталăкĕ те ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ, халăхĕ те йышлă пухăнчĕ.
Уяв пуçланнине пĕлтерсе ял тăрăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ Л. П. Михайлов ăшă сăмахсем каларĕ.
Ăмăртăва виçĕ команда хутшăнчĕ, кашнинче 20 çын. Пĕрремĕш командăра ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем, ял çамрăкĕсем пулчĕç, иккĕмĕш – Ураскилт ялĕнчи шкул ачисем, виççĕмĕшĕнче Мăн Тукташ, Тури Выла, Шĕнтреш ялĕсенчи шкул ачисен пĕрлештернĕ команди.
Ăмăрту эстафети çивĕч кĕрешÿпе палăрчĕ, кашниех мала тухассишĕн тупăшрĕ. Çĕнтерÿçĕсем Ураскилт ялĕнчи шкул ачисем пулчĕç. Ял çамрăкĕсем пысăк активлăхпа палăрчĕç: Ураскилтри пиччĕшĕпе шăллĕ Сергейпа Иосиф Осиповсем, Тури Вылари Кузьминсем, Харитоновсем, А.Артемьев, Нина Кузьмина. Шкул ачисенчен уйрăмах П.Козлов, О.Осипова командăсене мала кăларассишĕн тăрăшрĕç. Кăçал та 76 çулхи ветеран А.Крылов старта тухрĕ. Ăмăртăва хутшăннисене парнесем парса чысларĕç.
Районти йĕлтĕрпе чупассипе ирттернĕ ăмăртура Алексеевсен çемйи иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ураскилтри Алексеевсен çемйи юрлама та, ташлама та ăста, спортпа та туслă.