Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вěрентекенсем – маттур волейболистсем

Юнтапари вăтам шкулта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенче ĕçлекенсем хушшинче волейболла выляссипе районти ăмăртусем иртнĕ. Тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, волейбол вăййине ытларах та ытларах сарасси, халăха физкультурăпа спорт занятийĕсене хутшăнтарасси.

Финалта зонăри вăйăсенче çĕнтернĕ командăсем вылянă. Вĕсем çаврăм йĕркипе иртнĕ. Уйрăмах Элĕкпе Тавăт шкулĕсенчи волейболистсен тĕл пулăвĕ çивĕч иртнĕ. Пĕрремĕш вырăна Тавăт шкулĕн команди тухнă, иккĕмĕшĕнче – элĕксем, Ехремкасси шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсене райадминистрацин вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт управленийĕн хаклă призĕсемпе, дипломсемпе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2007
00:00
Поделиться