Çěнě проект
Çын пурнăçĕнче апатланни пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх та мĕн тата мĕнле çининчен килет. Кирлĕ пек апатланма ачаран, шкулта чухнех вĕренмелле. Сывă апатлану концепцийĕн срокĕ тухнă ĕнтĕ. Анчах ачасене çĕр-шыв шайĕнче кирлĕ пек апатлантарассине йĕркелессипе ыйтăва татса паман-ха. Хальхи вăхăтра шкулсенче, ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче шоколад батончикĕсем, газировка, кукăльсем сутакан ларексем сахал мар. Асăннă çимĕçсемпе апатланни ачасемшĕн усăллах мар тесшĕн эпĕ. Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх Раççейри вĕренекенсен 15-20 проценчĕ кăна шкулсенче вĕри апат çиет. Шкулсенче, ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче тутлăхлă апат-çимĕçпе апатлантарассине йĕркелемелле. Ку – малашлăхри программа. Ăна ĕçе кĕртесси укçа-тенкĕ уйăрнинчен, наука тĕлĕшĕнчен тишкернинчен те килет.
Малтанлăха пĕрремĕш-тăваттăмĕш классенче вĕренекенсене сĕтпе тÿлевсĕр тивĕçтерме сĕнетпĕр.
“Шкул сĕчĕ” проекта ĕçе кĕртме, малтанлăха шутланă тăрăх, 5, 5 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ кирлĕ. Малтанхи çулхине пĕрремĕш-тăваттăмĕш классенчи ачасене куллен 200 мл сĕт уйăрса пама палăртнă. 2009-2010 çулсенче пĕрремĕш-саккăрмĕш классенче вĕренекенсене сĕтпе тÿлевсĕр тивĕçтерме майсем пулмалла. Медицина кăтартăвĕсемпе ачана сĕт юрамасть пулсан, сĕткен (сок) уйăрса памалла.
“Шкул сĕчĕ” проекта ĕçе кĕртни ачасемшĕн кăна мар, аграри секторĕшĕн те усăллă пулĕ.