Çур аки – тěп ыйту
Район пуçлăхĕ А.И.Платонов райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе эрнесеренхи планерка ирттернĕ. Тĕп ыйту ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене тухма мĕнле хатĕрленни пулнă. Районта çур аки ирттерме 3270 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Çав шутран 2616 тонни – кондициллĕ вăрлăх, ку вăл акма палăртнин 80 проценчĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсем элита вăрлăхĕсене туянма пуçăннă. Паянхи куна ку енĕпе “Новый путь” тата “Алмаз” хуçалăхсем ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе элита вăрлăхне 12, 02 тонна туяннă.
Ял хуçалăх техникине ака-суха ĕçĕсене хатĕрлесси йĕркеллĕ пырать, унăн 77 проценчĕ акана тухма хатĕр.
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 86 харпăр хăй хушма хуçалăхĕ 9639 пин тенкĕлĕх кредит йĕркеленĕ.
Планеркăра ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета