Пурнăçра çăмăллăх шыраман
Тени тăрăхĕнче юбилейсем сахал мар. Нумаях пулмасть Кармалти Валентина Тихонова 70 çул тултарчĕ. Вăл Кармал ялĕнчи Александр Тихонова 17 çулта качча тухнă. Телейлĕ мăшăр пĕлтĕр ылтăн туй паллă турĕ. Тихоновсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ. Халĕ Валентинăпа Александрăн тăхăр мăнук.
Çак кунсенче çавăн пекех ку ялти Валентина Кириллова 60 çулхи юбилейне паллă тума çывăх çыннисене кĕрекене пуçтарчĕ. Вăл “Прогресс” хуçалăхра нумай çул фермăра ĕçленĕ. Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Валентина Федоровна халĕ те алла усса лармасть, килти хуçалăхра тĕрлĕ ĕçпе аппаланать, ачисене пулашăть.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета