Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тěрě-эреш ăстисем

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче ял тăрăхĕсен смотр-отчечĕсем иртнĕ май ал ăстисен куравĕсене йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть Элĕк ял тăрăхĕнчи тĕрĕ тĕрлекенсем, ÿкерчĕк тăвакансем, йывăçран касса эреш ăсталакансем хăйсен ĕçĕсене кăтартрĕç.

Курма килнисем те, жюри членĕсем те Янкурасри Нина Андрееван тĕррисемпе эрешĕсене пысăк хак пачĕç. Элĕкри Виталий Иванов курава илемлĕ пейзаж ÿкерчĕкĕсене тăратнă. Элĕкре пурăнакан Валентина Зиновьева та тĕрлĕ тĕслĕ тĕрĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Район центрĕнчи Вениамин Сорокин вара йывăçран çулăмпа çунтарса тĕрлĕрен композицисем ăсталама маçтăр.

Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев ал ĕç ăстисене парнесемпе хисеп хучĕсем пачĕ



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 марта 2007
00:00
Поделиться