Çемьесене - сертификат
Çак кунсенче ЗАГС пайĕн çĕнĕ çырăнтару залĕнче савăнăçлă лару-тăрура сертификата пирĕн районта пĕрремĕш илекенсене чысларĕç. ЗАГС пайĕн ертÿçи М.Николаева çемьере ача пулнишĕн савăнмаллине, унра малашлăха курмаллине палăртса каларĕ, ача амăшĕсене пурнăçра такăр çул сунчĕ. Унтан Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л.Викторова сăмах илчĕ. Вăл патшалăх малашне те ачасене ÿстерес тĕлĕшпе пулăшу кÿрессине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕ А.Платонов Чăваш Республикин Президенчĕн тата хăйĕн ячĕпе çырнă саламлă çырусене вуласа пачĕ. “Эсир районта амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне илекенсем те малтанхисем пултăр. Ку, паллах, пысăк чыс. Апла пулсан хăвăр пепкĕрсене тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратăр”, – терĕ Анатолий Иванович амăшĕн капиталĕн сертификатне панă чухне. Сертификатăн хуçисем вара виççĕн пулчĕç: Алина Павлова (Элĕк), Наталия Павлова (Пиçенер), Наталья Герасимова (Шураç). Вĕсене ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕсем саламласа çирĕп сывлăх, çемьере юрату сунчĕç, парнесем пачĕç.
Шураçри Герасимовсен тăваттăмĕш ача пулсан, Элĕкри Павловсен – иккĕмĕш. Пиçенерти Павловсен вара – виççĕмĕш. «Ачасене телейлĕ тăвасчĕ», – терĕç вĕсем.
Çакна каламалла: сертификатпа пĕр хут уйăракан 250 пин тенкĕне çемье ача виçĕ çул тултарсан илме пултарать. Çак пуянлăхпа тĕрĕс усă курмалла: ăна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенсине ÿстерме ямалла.