Çырас пултарулăха тěрěсленě
Ачасен çырас пултарулăхне палăртас тата аталантарас тĕллевпе Элĕкре ятарлă конкурс ирттернĕ.
“Перо тĕрĕслевĕ” номинацие 29 ача хутшăннă, вĕсем хăйсен калав-сăввисене конкурса тăратнă. 10-13 çултисенчен Анастасия Максимова, Надежда Маслова тата Мария Иванова чи пултаруллисем пулнă; 14-15 çултисенчен Александр Нестеровпа Марта Мукина; 16-17 çултисенчен Дмитрий Иванов тата Августина Степанова çĕнтернĕ.
“Çамрăк художниксем” номинацие ачасем юратнă произведенисенчи сăнарсен ÿкерчĕкĕсене тăратнă. 10-13 çулти ачасен хушшинче Ирина Петухова, 14-15 çултисенчен Эльза Семенова çĕнтернĕ.
“Манăн библиотека” номинацире пĕрремĕш вырăна Сергей Путеров “Наукăпа ăслăлăх çурчĕ” ĕçĕпе тивĕçнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета