Хитрелěх конкурсěнче
Вĕсем нумай конкурссенче тупăшрĕç. «Визит карточки» конкурсра артист пултарулăхне, сцена çинчи культурăна хакларĕç. Авторсен хитрелĕх моделĕнче тата çÿçе майланин конкурсĕнче модельсен оригиналлăхĕ, çÿçе урăхларах майлама пултарни, кашни модель валли комментари хатĕрлени çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Конкурсантсем пултарулăх номерĕнче хăйсен ăсталăхне, артистлăха, сцена костюмне кăтартрĕç.
Жюри пĕрремĕш вырăна Юнтапа шкулĕнчи Александра Нестерова тухнине палăртрĕ. Иккĕмĕш вырăна Чăваш Сурăм шкулĕнчи Юлия Сергеева тата Элĕк шкулĕнчи Эльза Ильина пайларĕç. Виççĕмĕш вырăнта – Вутлан шкулĕнчи Татьяна Лаврентьева тата Вырăс Сурăм шкулĕнчи Зинаида Егорова.