Пуçлăха мăшăрě ача парнеленě
Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Филимонов пĕлтĕр хусах пурнăçран уйрăлчĕ. Кĕр мăнтăрĕпе ялта чăваш туйĕ кĕрлеттерчĕ. Мăшăрĕ Вăрнар тăрăхĕнчен пулчĕ. В.Филимонов чăннипех те маттур çын. Хăйĕнчен вун ултă çул кĕçĕнрех хĕрĕн пуçне çавăрма пултарни те паттăрла утăм тунипе танах.
Мăшăрсем пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ халĕ. Çак кунсенче çемьере йыш хушăннă: В.Филимоновăн мăшăрĕ арçын ача çуратнă. Çакăншăн арçын чунтан хĕпĕртенĕ, шампань эрехне тÿрех уçнă. Йăх тăсăмĕ пурри кăмăлне пушшех те çĕклентернĕ. Пуçлăхăн ĕçлес хавхалану та пысăк халь.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета