Элěк урамěсем пулччăр тирпейлě
Урамсене çÿп-çапран тасатассипе ĕçлемелли сахал мар. «Сирĕн территории – сирĕн сăн, çавăнпа та кашни эрнере тирпей-илем кÿмелли субботник ирттерĕпĕр. Район çыннисем пурăнакан, ĕçлекен вырăнти тасалăхпа йĕркелĕхшĕн тăрăшса ĕçлемелле пултăр», – терĕ Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев. Элĕксен райцентра тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса тăрăшмаллине палăртрĕ район пуçлăхĕ А.Платонов. Хĕл каçипе çÿп-çап, тĕрлĕ тасамарлăх нумай пухăннă. Апла пулсан территорисенче тивĕçлĕ йĕрке тумалла. Анчах та Элĕксен тирпейлĕхпе тасалăх енĕпе мухтанмалли сахал-ха. Лару-тăрăва мĕнле улăштармалла; Тен, тасамарлăхра пурăнма хăнăхнăран ĕçсем йывăррăн пыраççĕ; Райцентрти уйрăм çуртсенче пурăнакансем çÿп-çапа урама тухса тăкни халĕ те час-часах тенĕ пекех тĕл пулать. Урамсене, территорисене таса та тирпейлĕ тытассипе çыхăннă ыйтăва тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе райадминистраци çумĕнче ятарлă комисси туса хунă. Комисси членĕсем вырăнсенчи çитменлĕхсене тĕрĕслесех тăрĕç. Улшăну пулмасан ертÿçĕсене пуçран ачашламĕç.
Райцентрта чылай предприятисемпе организацисен ячĕсене çырса хуни кивелнĕ. Çавăнпа çĕнетмелле тата каçхине ун çине çутă ÿкмелле. Йытăсене ирĕке яма юраманни пирки те калаçрĕç канашлура.