Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Марафонран пăрăнса юлман

Чăваш Ен правительстви çывăх çынсен ăшшине туйма пÿрмен, ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех тăлăха тăрса юлнă, инвалид, вăраха кайнă хăрушă чирпе аптракан ачасене пулăшассине яланах тимлĕхре тытать. Çак тĕллевпе Чăваш Енри Ача-пăча фончĕ çулсеренех тĕрлĕ ыркăмăллăх акцийĕсем йĕркелет.

Пирĕн районта та ку ĕç кирлĕ шайра пулса пычĕ. Акă, «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона хутшăнса район администрацийĕн ĕçченĕсем 19 пин тенкĕ ятарлă пулăшу счечĕ çине куçарнă. Районти социаллă центр ĕçченĕсем ачасен хуйхине асăрхамасăр хăварман, вĕсем 2700 тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ.

Çапла, тĕнче ырă çынсемсĕр мар.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2007
00:00
Поделиться