Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăхăтпа тан утма майсем пулчěç

Çак кунсенче районта вун виççĕмĕш тĕслĕх библиотеки Тури Карачура ялĕнче уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ А.Платонов тата Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Маркитанов хутшăнчĕç, ăшă сăмахсем каларĕç. Библиотека заведующийĕ И.Кириллова вулакансене тата хăнасене çĕнĕ информаци ресурсĕсемпе паллаштарчĕ. Карачурари культура çурчĕ çумĕнчи ача-пăча художество пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Халĕ Тури Карачурари библиотекăра паянхи технологипе туллин усă курма, вулавăша информаци тата тавра пĕлÿ центрне çавăрма, вăхăтпа тан утма, вырăнтан тухмасăр тĕнчепе паллашма майсем пулĕç. Шалтан та çĕнĕ сăн кĕнĕ. Паллах, библиотека çынсен юратнă вырăнĕ пуласса шанас килет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2007
00:00
Поделиться