Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вěрентекенсем конкурсра хутшăнаççě

Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви тĕллевлĕ программăсемпе çулсерен Раççей тата Чăваш Ен Президенчĕсен грантне илме тивĕçлисене палăртать.

Конкурса хутшăнас текенсем пирĕн районта та пур. «Вĕрентÿ» наци проектне ăнăçлă пурнăçласа Элĕкпе Юнтапа шкулĕсем грант илме документсем тăратнă. Чăваш Енпе илес пулсан, 33 шкул патшалăх пулăшăвĕпе 1 миллион тенкĕлĕх гранта илме пултарать, унсăр пуçне 20 вĕрентÿ учрежденине ЧР Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх гранчĕ кĕтет.

Çавăн пекех ăста, тарăн пĕлÿ паракан учительсем те конкурса хутшăнаççĕ. Вĕсем: истори учителĕ В.Волков (Элĕк шкулĕ), кĕçĕн классене вĕрентекен Т.Чашкова (Элĕк шкулĕ), физкультура учителĕ Л.Данилов (Элĕк шкулĕ), ют чĕлхене вĕрентекен З.Куликова (Элĕк шкулĕ), математика учителĕ С.Мукина (Юнтапа шкулĕ), технологие вĕрентекен Т.Петухова (Ехремкасси шкулĕ), вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Баранова (Мăн Ямаш шкулĕ). Çапла вара районти 7 педагог конкурса хутшăнаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2007
00:00
Поделиться