Çěнě ертÿçě суйларěç
“Авангард” хуçалăхăн отчетпа суйлав пухăвĕнче пĕр ыйту кăна пăхса тухмарĕç. Хуçалăх ертÿçи Анатолий Ефремов отчет туса пачĕ. Докладран çакă палăрчĕ: кăтартусем ÿсмен. Çавна пулах лару-тăру йывăрланса çитнĕ.
Пухура ял ĕçченĕсем А.Ефремова шанманнине пĕлтерчĕç, çĕнĕ ертÿçĕ суйлас ыйтăва кун йĕркине кĕртрĕç. Валерий Илларионова тыттарчĕç ертÿçĕ тилхепине. Вăл Кăканар ялĕнчен, унччен “Новый путь” хуçалăхра юристра ĕçленĕ.
Тÿрех каламалла, çĕнĕ ертÿçĕне хуçалăха малалла туртса пыма çăмăл пулмĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета