Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Арçын ача ытларах çуралнă

Пурнăç шав малаллах шăвать. Акă, март уйăхĕ те хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Иртнĕ уйăхра пирĕн районта 19 ача кун çути курнă. Ку вăл, унчченхи çулăн çак тапхăрĕпе танлаштарсан, 6 ача ытларах. Пепкесен йышĕнче 12 арçын ача, 7- шĕ хĕр ача. Пĕрремĕш ача çуралнă çемьесем 6, иккĕмĕш – 5, виççĕмĕш – 3. Амăшĕн капиталĕпе 13 çемье усă курма пултарать. Çулталăк пуçланнăранпа районĕпе 43 ача çут тĕнчене килнĕ.

Пурнăçран уйрăлса каякансем те çук мар. Мартра 31 çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă: 15 хĕрарăмпа 16 арçын. Хĕрарăмсем арçынсенчен нумайрах пурăнни паллă.

Иртнĕ уйăхра 9 туй кĕрленĕ. Çав вăхăтра 4 мăшăр уйрăлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2007
00:00
Поделиться