Сăвăм тěрлěрен
Районти сĕт-çу фермисен экономикăлла ăмăртăвĕнче «Новый путь» хуçалăхри дояркăсем малта пыраççĕ.Вĕсем хальхи вăхăтра кашни ĕнерен вăтамран 15, 7 килограмм сĕт сăваççĕ. «Родник» обществăри ĕçченсем те хастар. Вĕсен кăтартăвĕ -13, 5 килограмм. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та нумай сĕтшĕн çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Мăнвылăсен ĕнисем талăкра 12, 8-шар килограмм сĕт параççĕ.
Шел, районта юлса пыракансем те пур-ха. Сăмахран, «Рубин» обществăри ĕнесен продуктивлăхĕ 3, 2, «Авангард» хуçалăхрисен 3, 5 килограмран иртмест.
Халĕ, çурхи йĕпе-сапа вăхăтĕнче, фермăсем çине тимлĕх ытларах кирлĕ, çавна чылай çĕрте тĕпе хумаççĕ-ха.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета