Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техникăпа ěçлеме çын çитмест

Çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслемелли смотр пырать. Çавна май хуçалăхсенчи машина-трактор паркĕсен ĕç-хĕлне тишкеретпĕр.

«Алмаз” обществăри механизаторсем техникăна пăхса тăрассине тĕпе хураççĕ. Иртнĕ кĕркунне машинăсемпе тракторсене, ытти кăкарса ĕçлемелли агрегатсене хĕл каçарма ГОСТ-а пăхăнса вырнаçтарса лартнă. Çур кунĕсем çитнипе пĕрлех Юнтапари машина-трактор паркĕнче хĕрÿ ĕç пуçланнă. Юсав звени техникăна ака-сухана хутшăнма хатĕрлеме тытăннă. Хĕрÿ тапхăрта 9 единица техника ĕçлемелле. Çав шутран гусеницăллă тракторсем 3, “Беларуçсем” – 4. Вĕсем пурте ĕçе юрăхлă. Ял хуçалăх машинисене те хатĕррисен ретне лартнă.

– Çур акине вăхăтра, лайăх пахалăхпа ирттерме майсем пур. Çĕнĕрен МТЗ-82 трактор та туянтăмăр, – тет хуçалăх ертÿçи Геннадий Денисов.

Кÿршĕри “Звезда” хуçалăхра та хĕрÿ тапхăра ăнăçлă ирттерме шутлаççĕ. Техника, тĕпрен илсен, юсавлă. Анчах ака-сухара чăрмавсем пуласси куçкĕретех. Кунта механизаторсем çитмеççĕ, виçĕ-тăватă единица техника хуçасăр.

“Устье” хуçалăхри машина-трактор паркĕ районта кайрисен ретĕнче пулман. Унăн бази çинчи “Свобода” обществăра та техникăна ĕçе кирлĕ пек хатĕрлени курăнчĕ. Кунта юсавлă ял хуçалăх машинисене комплектласа хатĕрлеме те тытăннă.

“Рассвет” обществăри техника юсавсăр тесе калаймăн. Анчах вĕсемпе ĕçлеме çынсем çитмеççĕ-ха.

“Прогресс” хуçалăхра ака-сухана тухма хатĕрленессипе тимлени курăнчĕ, анчах пурнăçламалли ĕçсем те сахалах мар кунта. Хăш-пĕр техникăна талккăшпех салатса пăрахнă.

Техника юсавлăхне пăхса тухнă май, хуçалăхсенче пĕрешкел çитменлĕхсем пурри палăрчĕ. Сăмахран, тракторсем çинче аптечкăсем, огнетушительсем çук, авари тĕлĕшĕнчен чармалли паллăсем кирлине те тĕпе хумаççĕ-ха. Хăш-пĕр механизаторсем медицина тĕрĕслевĕнче пулман.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянассипе те тимлемелле халĕ. “Алмаз”, “Звезда”, “Рассвет” хуçалăхсенче ку енĕпе чăрмавсем пулмасса шанаççĕ. “Прогресс” хуçалăхра çак кунсенче кăна топливо 12 тонна кÿрсе килчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2007
00:00
Поделиться