Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АЧАСЕМ ÇУЛЛА ЛАГЕРЬСЕНЧЕ КАНĔÇ

Ачасен çуллахи каникул кунĕсене усăллă ирттерес тĕллевпе районти 14 шкул бази çинче ĕçпе кану, сывлăха çирĕплетес енĕпе тата профиль лагерĕсем ĕçлĕç кăçал. Вĕсене 1083 вĕренекен çÿремелле. Ĕçпе кану лагерĕсенче шкул ачисен 40 проценчĕ пулĕ.

Шкул çумĕнчи лагерьсене тытса тăма укçа-тенкĕ уйăрма социаллă страховани фондне заявка тăратнă.

Çуллахи тапхăрти ĕçпе канăва чи малтанах тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕ енчен пăхакансăр юлнисене – пурĕ 40 ачана, çавăн пекех нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă, тулли мар çемьесенчи ачасене, “Социаллă хăрушлăх ушкăнĕнчи” çул çитменнисене явăçтарас задача тăрать.

Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене май уйăхĕн 14-18-мĕшĕсенче йышăнма палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2007
00:00
Поделиться