ЭНЦИКЛОПЕДИ ХАТĔРЛЕÇÇĔ
Район 80 çул тултарнă тĕле элĕксем энциклопеди хатĕрлеççĕ. Çакăн çинчен район пуçлăхĕ ятарлă йышăну кăларнă. Энциклопеди кăларас ĕç-хĕле истори ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ истори кафедрин пуçлăхĕ Л.Ефимов ертсе пырать.
Тĕпрен илсен, унта Элĕк районĕн аталану кун-çулĕпе çыхăннă материалсем, ятлă-сумлă çынсен пархатарлă ĕçĕсем кун çути курĕç. Çак ĕçе районти тавра пĕлÿçĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Ял тăрăхĕсемпе учрежденисен тата организацисен те пуçару кăтартма тивет. Тÿрех каламалла, архивра историллĕ материалсене тупасси çăмăл ĕç мар. Çавах та энциклопеди валли кирлĕ материалсем вăхăтра хатĕрлесе çитересшĕн.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета