Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЯЛ ÇЫННИСЕМ СĔТ СУТАÇÇĔ

Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи килти хушма хуçалăхсенче 703 ĕне шутланать. Ял çыннисем темиçе çул ĕнтĕ ытлашши сĕте сутаççĕ. Халăхран сĕте райпон пиллĕк лавкки пухать. Талăкра продукцие 1200-1300 килограмм хатĕрлесе параççĕ.

Лавккасен конкуренчĕ – “Элĕк-сĕт” потребительсен кооперативĕ. Сĕте хăйĕн техникипе Алексей Тимофеев пухать. Вăл хĕл кунĕсенче куллен 600-800 килограмм йышăнать, хальхи вăхăтра – 1200 килограмм. Алексей Васильевич сĕт пухассипе тăваттăмĕш çул ĕçлет.

Тимофеевсем çывăх вăхăтра сĕт пухмалли çĕнĕ автомашина туянасшăн. Çапла вара кĕрсе тухма йывăр ялсене те çитесшĕн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2007
00:00
Поделиться