«КАЧЧĂСЕМ» НУМАЙРАХ ÇУРАЛНĂ
Иртнĕ виçĕ уйăхри демографиллĕ лару-тăрăва тишкерсен çакă паллă: пурĕ 43 ача çуралнă. Çут тĕнчене “каччăсем” нумайрах килнĕ, 25-ĕн вĕсем, хĕрсем вара 18.
Вилнисен шучĕ, çуралнисемпе танлаштарсан, яланхилле пысăкрах. Пурнăçран 90-ăн уйрăлнă: 40 арçын, 50 хĕрарăм.
Вăрттăнлăх мар, пĕччен хĕрарăмсем те ача çуратаççĕ халь. Кăçалхи виçĕ уйăхра кăна мăшăрланмасăр пурăнакан хĕрарăмсем 6 ачана кун çути парнеленĕ. Пĕрремĕш кварталта районти ялсенче пĕтĕмпе 30 туй кĕрленĕ. Пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 6 туй ытларах. Çав вăхăтрах уйрăлакансен хисепĕ ÿснине палăртмалла, кăçал ку таранччен 10 çемье арканнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета