Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔР-ПĔРИН ПАТНЕ - КОНЦЕРТПА

Тени ял тăрăхĕн художество пултарулăх коллективĕнче çамрăксем те, аслăрах çулсенчисем те пур. Пурте вĕсем – юрра-ташша кăмăллаканскерсем. Тенисем хăйсен пултарулăхĕпе элĕксене те паллаштарчĕç.

Нумаях пулмасть вара 59 çынран тăракан коллектив Шупашкар районĕнче пулчĕ. Унти халăха чăваш юррисемпе тата ташшисемпе савăнтарчĕç. Хор та юрларĕ. Курма пынисен кăмăлĕсене çĕклеме пултарчĕç тенисем. Шупашкар районĕн çыннисем те Тени тăрăхне килме шантарчĕç. Чăн та, сăмаха çилпе вĕçтермерĕç, Шупашкар районĕнчи Çĕньялти фольклор коллективĕ Эренар ял клубĕнче концерт кăтартрĕ. Хăнасен пултарулăхĕ ял халăхне килĕшрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2007
00:00
Поделиться