Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЮХРĔ ЮРĂ ЯН ТА ЯН

Юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ иртнĕ шăмат кун Элĕкри культура керменĕнче. Кунта Элĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалласа “Ÿс, çĕклен, чечеклен, Элĕк ен” ятпа смотр-отчет тата “Элĕк ачи” ентешлĕхĕн уявĕ иртрĕ. Районти ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен пултарулăх ушкăнĕсем тухрĕç сцена çине.

Уяв кунĕ “Эпир – çĕр çыннисем” фотокуравран пуçланчĕ. Сăн ÿкерчĕксен авторĕ – С.Воронин. Кураври ÿкерчĕксенче Элĕк ен çыннисене те курма тÿр килчĕ.

Пĕтĕмлетÿ концертне ял тăрăхĕсем тăрăшса хатĕрленнĕ. Смотр-отчетра чи лайăх юрăсем янăрарĕç. Ташă ташларĕç-и е сăвă вуларĕç-и – кашни номере кăмăлтан йышăнчĕ куракан. “Элĕк ачи” ентешлĕх те тĕп хуларан артистсене илсе килнĕ. Çапла вара хăнасен пултарулăхне те пăхса савăнчĕç уява пынисем.

Уяв программи вăраха тăсăлчĕ. Смотр-отчетри çĕнтерÿçĕсем камсем-ха; Пĕрремĕш вырăна Элĕк район больницин художество пултарулăх коллективĕ тивĕçрĕ. Парне – телевизор пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Элĕк тата Ехремкасси ял тăрăхĕсен ушкăнĕсем пайларĕç. Вĕсене музыка центрĕ парнелерĕç. Виççĕмĕш вырăнта виçĕ коллектив: Чăваш Сурăм, Тени тата Тавăт ял тăрăхĕсенчи юрă-ташă ăстисем. Район пуçлăхĕ А.Платонов, “Элĕк ачи” ентешлĕх ертÿçи, В.Иванов, уявпа ăшшăн саламласа телей, ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн парнисене те тивĕçрĕç хăш-пĕр ушкăнсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2007
00:00
Поделиться