Тăванлăх пĕрлештерет
«Элĕк ачи» ентешлĕхе йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. Çак ятпа тата тăван районăн 80 çулхи юбилейне халалласа ентешлĕхĕн йăлана кĕнĕ уявне хальхинче Элĕкре ирттерчĕç.
Шупашкартан темиçе автобуспа çула тухнă хăнасене Элексем район чиккинче чăвашсен ырă йăлипе çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Район культура çурчĕнче икĕ уява пĕрлештерсе паллă тунă май халăх нихçанхинчен те нумайрах пухăнчĕ. Малтан сцена çинче район юбилейĕ ячĕпе йĕркеленĕ «Ÿс, çĕклен, чечеклен, Элĕк ен!» смотр-конкурс финалне тухнă пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм ăстасем пысăк концерт лартрĕç. Ялсенче чăваш халăхĕн юрри-ташшине тирпейлĕн упранине, хальхисене те питĕ лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç вĕсем.
Смотр-конкурсра Элĕк район больницин коллективĕ çĕнтерчĕ, райадминистраци парнине – телевизора тивĕçрĕç. Элĕкпе Ехремкасси ял тăрăхĕсен ушкăнĕсем – иккĕмĕш, Тавăт, Тени, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсен ушкăнĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хавхалану парнипе Йăлкăшпа Шĕмшешрен килнĕ ăстасене палăртрĕç. «Ветеран» халăх инструменчĕсен окрестрне тата темиçе ял коллективне РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн парнисене пачĕç.
«Элĕк ачи» ентешлĕх етрÿçи В.Иванов тăван тăрăхпа тытакан çыхăнусене çирĕплетме пулăшнăшăн района нумай çул ертсе пынă Л.Кононовпа В.Анисимов, хальхи пуçлăха А.Платонова чăвашсен ырă йăлипе кĕпе тăхăнтартрĕ, ентешлĕхĕн хисеплĕ паллине çакса ячĕ, аталану çул-йĕрне çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал сунчĕ.
Кăçал паллă ентеш, Чăваш Республикин Гимнĕн авторĕ Илья Тукташ çуралнăранпа 100 çул çитет. Юбилей тĕлне «Элĕк ачи» ентешлĕх Чăваш наци конгрессĕпе пĕрле, ырă çынсем пулăшнипе, Илья Семеновичăн халиччен пичетленмен «Этем çуралчĕ» романе уйрăм кĕнекен кăларма пултарнă. Культура çуртĕнчи тĕл пулура унпа пуçласа паллаштарчĕç, кашни библиотекăна пилĕкшер экземпляр парнелерĕç, хăнасене, ентешсене валеçрĕç. Уява ятарласа килнĕ Элĕк тăрăхĕнче çуралса Çĕрпÿ районĕнче тĕпленнĕ çынсенчен тăракан пултарулăх ушкăнĕ те ентешĕн кĕнеки чи хаклă парне пулнине палăртрĕ.