Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇАМРĂКСЕН СĂВАПЛĂ ĔÇĔ

“Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти членĕсемпе вĕсемпе пĕр шухăшлисем çак кунсенче субботника тухрĕç. Вĕсем Элĕкри А.Николаев космонавт ячĕллĕ парка тирпей-илем кĕртрĕç. Субботника хутшăнакансем ĕçлеме ÿркенмерĕç: тротуара шăлса тасатрĕç, çÿп-çапа çунтарчĕç. Йышра пĕтĕмпех çамрăксем пулчĕç.

– Элĕк сăн-сăпачĕ – унта мĕнле çынсем пурăннине кăтартакан тĕкĕр. Çавăнпа хамăр пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртессипе ÿлĕмрен те ĕçлĕпĕр, – терĕç вĕсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2007
00:00
Поделиться