Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЦЕНТРТА - ÇĔНĔ ДИРЕКТОР

Районти халăха ĕçе вырнаçтарассипе ĕçлекен центра нумай çул Лидия Ивановна Кузьмина ăнăçлă ертсе пычĕ. Ку учрежденире халĕ çĕнĕ директор. Ертÿçĕ ĕçне Алина Васильевна Петрова тытăнчĕ.

Вăл икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. А.Петрова Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен тата Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса педагог, юрист профессийĕсене алла илнĕ. Алина Васильевна пĕр вăхăт Элĕкри вăтам шкулта, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн директорĕнче, юлашки вăхăтра прокуратурăра ĕçленĕ.

А.Петрова 1969 çулта çуралнă, Элĕкре пурăнать, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача пăхса ÿстереççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2007
00:00
Поделиться