ЧИ ЛАЙĂХ ВĔРЕНЕКЕНСЕМ ПАЛЛĂ
Кăçал “Çулталăкри вĕренекен – 2007” конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ. Куçăмсăр майпа – вĕренекенĕн ÿсĕмĕсене кăтартакан документсене тишкертĕмĕр. Куçăмсăр тапхăра шкулсенчи 25 вĕренекен хутшăнчĕç. Иккĕмĕш тур витĕр 9 конкурсант тухрĕç. Апрелĕн 17-мĕшĕнче Элĕкри вăтам шкулта иккĕмĕш тур – конкурс финалĕ иртрĕ.
Конкурссен кăтартăвĕсене тишкернĕ хыççăн Элĕкри вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекен О.Никитина тата Питĕшкассинчи вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекен Н.Сергеев кăçалхи чи лайăх вĕренекенсем пулса тăчĕç. “Чи лайăх вĕренекен” номинацире Ураскилт шкулĕнчи А.Михайлова, “Чи активлă вĕренекен”” номинацире Мăн Вылă шкулĕнчи А.Иванова тата Ехремкасси шкулĕнчи К.Львова, “Чи пултаруллă вĕренекен” номинацире Ехремкасси шкулĕнчи Н.Михайлова, Вырăс Сурăм шкулĕнчи О.Ильина, “Спорта юратакан вĕренекен” номинацире Карачура шкулĕнчи С.Степанов çĕнтерчĕç. Конкурссенче ырăпа палăрнисем район пуçлăхĕн стипендине илсе тăма пуçлĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета