Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ИНФОРМАЦИ КУНĔНЧЕ – ТĔРЛĔ ЫЙТУ

Юн кун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Районти ĕç коллективĕсенче пулма, çынсемпе тĕл пулса калаçма, вĕсене хăйсен интересĕсемпе йышăнма ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.Семенов, Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ А.Сергеев тата ыттисем килчĕç. Информаци кунĕн тĕп теми – ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе тата “Чăваш Республикин 2020 çулчченхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн стратегийĕ çинчен” саккун проекчĕпе паллаштарасси.

Район пуçлăхĕ А.Платонов министр çумĕпе А.Семеновпа тата район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе А.Павловăпа Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пулчĕç, “Шумшеваши” хуçалăхпа “Витязь” обществăн ĕçлекенĕсемпе курса калаçрĕç, çурхи ĕçсем умĕнхи лару-тăрупа паллашрĕç. Çавăн пекех культура, вĕрентÿ ĕçченĕсемпе, ял тăрăхĕн депутачĕсемпе калаçу ирттерчĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.Семенов республикăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн стратегийĕн тĕп тĕллевĕ – республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене Европа стандарчĕсемпе çывăхлатасси пулнине каларĕ. Çак документран пирĕн пуласлăх нумай килет. А.Платонов ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтăва тĕпе хума ыйтрĕ. Ĕçлĕ ушкăн ял çыннисен ыйтăвĕсем çине те тулли хурав пачĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2007
00:00
Поделиться