Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔЧĔК ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬЛĔХЕ АТАЛАНТАРМАЛЛА

Районта «Пĕчĕк предпринимательлĕх» кунĕ иртрĕ. Ун ĕçне районти предпринимательсемпе предприятисен ертÿçисем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Канашлура «Пĕчĕк предпринимательлĕхе» патшалăх енчен пулăшу парассине каларĕç, налук саккунĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Технологи бизнесĕн шкулĕн ертÿçин çумĕ С.Иванов предпринимательсем валли гаранти фончĕ туса хунине, патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курмаллине каларĕ.

Канашлура районта «Пĕчĕк предпринимательлĕхе» аталантарассипе татах та ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç. Малашне ку енĕпе курăмлă улшăнусем пулассине шанчĕç



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2007
00:00
Поделиться