Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔРЛЕХИ ВĂЙПА ĔÇЛЕМЕЛЛЕ

Шкулпа çемьен ачана воспитани парассипе пĕрле ĕçлемелле. Çак шухăша тĕпе хурса калаçрĕç те шкулсенче иртекен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче.

Карачура шкулĕнчи пухура та тĕрлĕ ыйтусене çĕклерĕç. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т.Михайлова пухăннисем умĕнче ача мĕнле вĕренесси, вăл хăйне мĕнле тытасси ашшĕпе амăшĕнчен нумай килнине каларĕ. Ачапа калаçма ÿркенмелле мар, унăн нушисене, йывăрлăхĕсене ăнланма тăрăшмалла. Шкулта йывăр ачасемпе ĕçлессине тĕпе хунă, вĕсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтараççĕ. Ашшĕ-амăшне вара профилактика канашне чĕнеççĕ.

Райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен ертсе пыракан специалистне Т.Дмитриевăна ачасем эрех енне туртăнни хумхантарчĕ. Халĕ хăш-пĕр лавккасенче ачасене ирĕклĕнех эрех, пирус сутаççĕ. Çавăнпа ачасене вĕренÿре те, воспитанире те пĕрлехи вăйпа кăна пулăшма май пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2007
00:00
Поделиться