ÇĔНĔ ТЕХНИКА ТУЯНАÇÇĔ
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем машина-трактор паркне çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр, акă, 27 единица техника туяннă. Паллах, патшалăх пулăшăвĕпе те усă курнă.
Кăçал та çĕнĕ техника илекенсем пур. “Шумшеваши” хуçалăх çĕре кăпкалатса çийĕнчех акакан агрегат, “Алмаз” общество МТЗ-82 трактор, Узянов фермер хуçалăхĕ МТЗ-82 трактор, Кононов фермер хуçалăхĕ акмалли агрегат “Омичка 3”, Исаев фермер хуçалăхĕ культиваторпа “Рубин” дискатор туяннă.
2007 çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пурĕ 20 миллион тенкĕлĕх техника туянасшăн, çав шутра “Дон” комбайн, çĕнĕ йышши “Джандир” трактор.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета