Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĔНĔЛЛЕ ĔÇЛЕМЕ МАЙ ПУР ХАЛЬ

Тури Вылта çак кунсенче тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Ку ялта пурăнакансем – ял библиотекине тăтăшах çÿрекенсем. Çавăнпа та вулавăш çĕнелсе улшăнни пысăк савăнăç пулчĕ вĕсемшĕн. Çĕнĕ кĕнекесем, интернет тата ытти те вĕрентекенсене те, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене те, ачасене те кунта туртать. Юсав ĕçĕсем хыççăн пушшех те илемлĕ.

Район пуçлăхĕ А.Платонов, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э.Козлов библиотека культура центрĕ пулмаллине, унта вулакансене ытларах явăçтармаллине палăртса каларĕç, парнесем пачĕç.

Библиотека заведующийĕ З.Степанова çĕнĕ информаци ресурсĕпе усă курса чăваш халăх писателĕ А.Артемьев çинчен презентаци турĕ. Ачасем илемлĕ юрăсем юрларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 апреля 2007
00:00
Поделиться