Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АСРАН КАЙМИ САМАНТСЕМ

Çак кунсенче РФ Патшалăх Думин депутачĕ, “Единая Россия” фракци депутачĕ П.В.Семенов пуçарăвĕпе тата унăн пулăшуçисем йĕркеленипе республикăри ветерансен 30 çынран тăракан ушкăн Мускава çитсе килчĕ. Вăл шутра эпĕ те пултăм. Асран кайми самантсем сахал мар пулчĕç.

Пĕрремĕшĕ – Кремль территоринче курса çÿрени тата кунти лапамри паллă мар салтак вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хурса пуç тайма май килни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку пулăма эпир ушкăнран кашниех икшеррĕн уйрăлса тухса пурнăçларăмăр. Иккĕмĕшĕ – Патшалăх Думинче хамăр П.В.Семенов депутатпа, çавнашкалах кунти ветерансен тата тĕнчери лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитетсен ертÿçисемпе Н.Д.Ковалевпа пĕрле К.И.Косачевпа тĕл пулни. Халăхсен социаллă хÿтлĕх комитечĕн, “Единая Россия” парти фракцин депутачĕсем ирттернĕ тĕл пулусене хутшăнтăмăр, ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр. Патшалăх Думин ларăвĕ мĕнле пынине пĕр самант сăнарăмăр. Çавнашкалах Çар музейĕнче, хула тăрăх экскурсире пултăмăр, пирĕнпе пĕрле республикăри телевиденипе радио ĕçченĕсем те çÿрерĕç. Ветерансемпе çул-çÿреве йĕркеленĕшĕн Павел Семенов депутата чĕререн тав турăмăр.

Çакна та каласшăн: эпĕ П.Семеновпа Упа çырми юхан шывĕ урлă кĕпер тăвас ыйтăва хускатрăм, пулăшма ыйтрăм. Тепĕр 5 кунран депутатăн пулăшуçисем П.Семеновпа çыхăнтарчĕç. Вăл хăй енчен май килнĕ таран пулăшма пулчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 апреля 2007
00:00
Поделиться