ЧИ ЛАЙĂХХИСЕН ЙЫШĔНЧЕ
Чăвашпотребсоюз çулсеренех хăйĕн тытăмĕнчи ĕç коллективĕсен хушшинче “Чи лайăх продукци” конкурс ирттерет. Конкурсăн 2006 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсенче çакă паллă пулнă.
“Чи лайăх консерв продукцийĕ” номинацире пĕрремĕш вырăна “Элĕкри улма-çырла комбиначĕ” акционерсен обществи тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта та элĕксемех – райпо.
“Чи лайăх пылак шыв” номинацире те элĕксем малти вырăнсенчен пĕрне йышăнма пултарнă. “Элĕкри улма-çырла комбиначĕ” тата Элĕк райповĕ иккĕмĕш вырăнта.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Асăннă конкурс Чăвашпотребсоюзра кăçал та малалла пырĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета