ÇАМРĂКСЕМ ÇЕМЬЕ ЧĂМĂРТАÇÇĔ
Пурнăçĕ çапла пулса кайрĕ-ши, хальхи вăхăтра ялсенче туй такмакĕсем сахалтарах илтĕнеççĕ. Çавах та çемье çавăракансем çук мар. Иртнĕ шăмат кун, акă, районта виçĕ çĕнĕ çемье чăмăртанчĕ. Анатолий Александровпа Ольга Лукьянцова, Евгений Мартыновпа Ирина Степанова, Александр Волковпа Анна Курцова пĕрлешрĕç.
Çав кун ЗАГС пайĕн мăшăрлану залĕнче халăх нумай пулчĕ. Çамрăк мăшăрсене çывăх çыннисем саламларĕç. ЗАГС пайĕн ертÿçи М.Николаева çĕнĕ çемьесене регистрацилерĕ.
Апрель уйăхĕнче ЗАГС пайне 12 çамрăк çемье чăмăртассине пĕлтерсе заявлени çырнă. Çу кунĕсем çитнĕ май пĕрлешекенсен йышĕ ÿсни палăрать.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета