КРУЖОКРА ĂСТАЛĂХА ŸСТЕРЕÇÇĔ
Ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ çумĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлет. С.М.Константинова, З.В.Николаева, О.И.Матвеева, М.А.Никитина ертсе пыракан кружоксем вара чăваш халăхĕн йăли-йĕркине хăнăхтараççĕ.
Ялсенче те пур ăстасем. Акă, Шĕмшешри вăтам шкулта “Ăста алăсем” кружока Майя Анатольевна Никитина ертсе пырать. Хĕрсене çекĕлпе тĕрлĕ эрешлĕ шаль-тутăр çыхма, тĕрлеме, ал шăлли, сĕтел çивитти чĕнтĕрлеме хăнăхтарать. Çавăн пекех йĕппе тĕрлĕ çи-пуç çыхма вĕрентет. Асăннă ăсталăха вĕренекенсем кружокра пуçласа хăнăхаççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета