Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

РАÇÇЕЙ ПРЕЗИДЕНЧĔН ПРЕМИНЕ ТИВĔÇНĔ

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствинче “Вĕрентÿ” приоритетлă наци программине епле пурнăçласа пынине тишкерсе ĕçлĕ ушкăн лару ирттернĕ.

Кăçал РФ Президенчĕн премине илме конкурса республикăри 470 чи лайăх вĕрентекен хутшăннă. Вĕсенчен улттăшĕ Элĕк районĕнчен. 112 вĕрентекен малашне федераллă бюджетран 100 пиншер тенкĕ укçа илсе тăрĕç. Вĕсен йышĕнче И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Элĕкри вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Владислав Константинович Волков та пур. Асăннă премие учительсен кунĕ тĕлне параççĕ. Унпа вĕсем хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 мая 2007
00:00
Поделиться