Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ШАШКĂЛЛА ВЫЛЯСА ĂМĂРТРĔÇ

Элĕкри вăтам шкулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче шашкăлла выляссипе ăмăртусем иртрĕç. Пурĕ 14 команда тупăшрĕç. Вылявăн çичĕ турне ирттернĕ хыççăн пĕрремĕш вырăна Ураскилтри вăтам шкул команди тухни палăрчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мăн Ямаш тата Элĕк шкулĕсем пайларĕç.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт управленийĕн Хисеп грамотине парса чыс турăмăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 мая 2007
00:00
Поделиться