ЮСАНĂ ХЫÇÇĂН ÇĔНĔ СĂН КĔНĔ
Ялти библиотека информаци тата пĕлÿлĕх центрĕ пулса тăрать. Çавăнпа та вулавăш ялти çынна пĕтĕм тĕнчепе паллаштарать, кĕнеке урлă çыннăн тавра курăмне, пĕлÿ шайне ÿстерме май парать. Йывăрлăхсем пулсан та ял библиотекисем халăха кирлĕ учреждени шутланаççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн Указне пурнăçласа Юнтапара нумаях пулмасть тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие райадминистрацин вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ О.Сергеева тата Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ананьев, ял çыннисем, вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кунта халĕ йăлтах çĕнĕ: телевизор, компьютер, плеер пур. Çĕнĕ кĕнекесем те хăйсен вырăнне тупнă. Пÿлĕмсене юсаса çĕнетнĕ. Библиотека заведующийĕ З.Степанова кунти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Савăнăçлă мероприятие ачасен концерт программипе вĕçлерĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета