Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

28 КАЧЧĂ, 23 ХĔР КУН ÇУТИ КУРНĂ

Çемьере иккĕмĕш е виççĕмĕш (тата малалли) ачи çуралсан амăшĕн капиталне парасси йăлана кĕрсе пырать. Эппин, çывăх вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнма пултарас шанăç пур.

Акă, иртнĕ тăватă уйăхра 51 пепке кун çути курнă, вĕсенчен 28-шĕ арçын ачасем, ыттисем – пĕчĕк хĕр пĕрчисем. Хăш-пĕр çамрăк амăшĕсем ачисене мăшăрĕпе хут уйăрттармасăрах çуратаççĕ. Кăçал ун пек çемьесенче 10 ача çуралнă.

42 мăшăр пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартса пĕр çемьене чăмăртаннă. Çав вăхăтрах 15 çемье чăл-пар саланса кайнă. Çакăн çине çемье пуçĕ эрех-сăрапа иртĕхни, пурăнмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илейменни тата ытти сăлтавсем те витĕм кÿнĕ.

Вилекенсен йышĕ районта çав-çавах пысăк шайра. Кăçалхи тăватă уйăхра 123 çын “леш тĕнчене” ăсаннă. Кам чирлесе, кам тĕрлĕрен инкек-синкеке пула ĕмĕрлĕхех куçне хупать. “Хаяр шĕвек” те хăйĕн тискер ĕçне тăвать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 мая 2007
00:00
Поделиться