ТАВРАЛĂХ ИЛЕМĔШĔН
Тавăт ял тăрăхĕнче Йывăç кунĕнче 1000 тĕп çамрăк хунав лартнă. Шкул ачисемпе пĕрле тăван тавралăх илемĕшĕн аслă ăру çыннисем те сахал мар тăрăшаççĕ. Акă, Йăлкăш ялĕнче пурăнакан А.Лукишов чылай çул “Дружба” хуçалăх садĕнче ĕçленĕскер, Çĕнтерÿ 40 çул тултарнă ятпа хисепленекен парк патне каякан çул хĕррипе аллея тума йышăннă. Унта, тĕпрен илсен, çимĕç паракан йывăçсем лартма палăртнă. Çак ĕçе ветеран хăйĕн çемйипе пурнăçлама тытăннă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета