Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ВĂЙĂРА - ÇАМРĂК ФУТБОЛИСТСЕМ

Эх, хăваларĕç те мечĕке арçын ачасем. Ывăннине те пĕлмерĕç вĕсем, пĕр вĕçĕм чупрĕç стадионта. Мечĕке хапхана тапса кĕртсен вара пĕр-пĕрне ыталаса илесси те пулчĕ.

Çамрăк футболистсен “Сăран мечĕк” турнирне кăçал районти тăхăр шкул команди хутшăнчĕ. Пĕр вăйă та çăмăллăн иртмерĕ. Çапах та çĕнтерÿçĕсем пулчĕçех. Аслă ушкăнра Элĕк шкулĕн çамрăк футболисчĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна Мăн Вылă шкулĕн команди, виççĕмĕшне Тавăт шкулĕн футболисчĕсем йышăнчĕç.

Кĕçĕн ушкăнри футболистсен вăййисем те интереслĕ иртрĕç. Кунта та Элĕк шкулĕн команди çĕнтерчĕ. Мăн Вылă шкулĕнче вĕренекен арçын ачасем те аслисенчен юлмарĕç, кĕçĕннисем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Виççĕмĕш вырăна вара Ураскилт шкулĕн команди çĕнсе илчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 мая 2007
00:00
Поделиться