ÇĔНĔ ШУПАШКАРТАН ЭЛĔКЕ - ВЕЛОСИПЕДПА
Фашистла Германие çĕнтернĕренпе 62 çул çитнине халалласа май уйăхĕн 7–8-мĕшĕсенче “Солнце на спицах” велотуризм клубĕн велосипедисчĕсен ушкăнĕ Çĕнĕ Шупашкар – Элĕк районĕ – Çĕнĕ Шупашкар маршрутпа 180-200 километр чупса тухнă.
Велосипедистсене Элĕк Ен чиккинче район делегацийĕ кĕтсе илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем çумне Элĕкри велоспорта юратакансем те хушăннă. Велосипедпа чупакансем Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечексем хунă, халăх музейне кĕрсе курнă.
Чупун иккĕмĕш кунĕ Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче пулнипе пуçланнă. Велосипедистсем Элĕк салинче хурăн хунавĕсене 45 тĕп лартнă. Ехремкасси тата Йăлкăш ял тăрăхĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулу иртнĕ. Вĕренекенсем хăнасене уяв концерчĕ кăтартнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета